Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Унта пӗр депутатӑн полномочине вӑхӑт ҫитиччен пӗтерме, теприне «халӑх тарҫин» удостоверенине тыттарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӗрлехи суйлав кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, регионсенчи саккунсем йышӑнакан влаҫа (Тӗрлӗ регионта ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку органа Патшалӑх Канашӗ теҫҫӗ) тата вырӑнти хайтытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйларӗҫ.
Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ Леонид Васильев Сиявӑри 7-мӗш округпа суйланнӑ Ирина Дубинкинӑна депутат пулнине ӗнентерекен хут тыттарнӑ.
Ряпинӑри 5-мӗш округпа депутата унччен суйланнӑ Василий Новичкова полномочисӗр хӑварнӑ. В. Новичков тӗлӗшпе мӗншӗн апла йышӑннине район администрацийӗн сайтӗнчи пысӑках мар хыпарта асӑнман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнӑ. Суйлавӑн малтанхи кӑтартӑвӗ тӑрӑх (татӑклӑ пӗтӗмлетӗве Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ҫак эрнери эрнекун тума палӑртать) ытларах сасӑ пухнисем хушшинче — Алена Аршинова, Леонид Черкесов, Олег Николаев тата Анатолий Аксаков.
Паянхи курнӑҫӑва Анатолий Акасаков хутшӑнайман иккен, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра.
Чӑваш Ен Элтеперӗ суйлава саккунпа килӗшӳллӗ, уҫӑмлӑ, конкурентлӑ майпа иртнӗ тесе палӑртса хӑварнӑ. Суйлав компанийӗнче мала тухнисене Михаил Игнатьев конструктивлӑ ҫыхӑну тытма, вӑй-хала республика тата республика халӑхӗн ырлӑхӗшӗн пӗрлештерме чӗнсе каланӑ.
Тӗлпулӑва республикӑри ытти тӳре-шарапа депутат та хутшӑннӑ.
Иртсе кайнӑ канмалли кун тӗлӗнче, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Улатӑр хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн вырӑнти пайташӗсем те ахаль ларман. Вӗсем митинга тухнӑ.
Коммунистсем тата вӗсем майлисем Улатӑрта ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗсене М.П. Боронинпа В.Ф. Ветвинские халалласа лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑннӑ. Палӑксем Комсомола 30 ҫул ячӗллӗ скверта вырнаҫнӑ.
Митинга ертсе пынӑ Коммунистсен партийӗн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.В. Киреев улатӑрсене уявпа саламланӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗнчи РФКП фракцийӗн ертӳҫи Т.А. Старева, РФКП Улатӑр райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.И. Душенков, А.А. Пшеничная, О.Е. Гринбладт коммунистсем, РФКП рескомӗн пайташӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В.С. Шурчановӑн пулӑшуҫи С.В. Сапельников тухса калаҫнӑ. Ҫавсем ҫитес суйлавра влаҫа ылмаштарсан кӑна кӑна ырӑ пурнӑҫ пулать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
«Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме пултарать. Ҫакна унтисем хӑйсен принциплӑхӗпе сӑлтавланӑ-мӗн. «10 килограмм таран таякан багажа тата салона 18 тӗрлӗ япала хурассине тарифа кӗртӗпӗр», — ӑнлантарнӑ унтисем.
Принцип енне каясси вара Ространснадзор авиакомпание хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнипе ҫыхӑннӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр авиакомпани Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем ӑна майлӑ пулман.
Рюкзакпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хӑй вӑхӑтӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа сиксе тухнӑ. Ӑна ҫав хатӗршӗн хушма укҫа тӳлеттернӗ. Чечек пек чипер депутат кунпа килӗшмесӗр тӗрӗслевҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Билетсене йӳнӗпе сутакан авиакомпани тупӑшӑн пӗр пайне багажшӑн тӳлеттерсе тӑвать иккен. Тӳлевсӗр багаж списокне анлӑлатма тивсен авиакомпани билета хаклатасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ Киров облаҫӗнчи кандидатсене сӗннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Киров облаҫӗнчи Антон Трефилов тата Кироври Сергей Шулятьев Чӑваш Енрен пӗр мандатлӑ округсемпе РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ» кандидатсем шыраса кӳршӗллӗ регионсене кайман, тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакансене вырӑнтанах палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — паллӑ Валентин Шурчанов. Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗм ялӗнче 1947 ҫулта ҫуралнӑскер РФ Патшалӑх Думине Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа суйланма ӗмӗтленет. Канашри пӗр мандатлӑ округпа ку партирен Шупашкарта пурӑнакан Григорий Данилов РФ Патшалӑх Думине суйланмалӑх сасӑ пухасшӑн тапаҫланӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче РФ Патшалӑх Думинче взрыв пулни пирки хыпар тухнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Парламентӑн Охота ретӗнче утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ. Хими хатӑшӗллӗ баллон сирпӗннӗ-мӗн.
Ытти ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв Георгий тӑкӑрлӑкӗнче пулнӑ. Вӑл та Патшалӑх Думин территорийӗнче вырнаҫнӑ. МИХсем хыпарланӑ тӑрӑх, баллонпа ӗҫленӗ монтажникӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.
Анчах РФ МЧСӗн Мускаври тӗп управленийӗн сводкинче ку пӑтӑрмах пирки нимӗн те каламан. Ҫапла взрыва официаллӑ майпа ҫирӗплетмен.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине урапасен номерне сутма ирӗк партаракан саккун проектне ҫитернӗ.
Пӗр пек цифрӑллӑ тата саспаллиллӗ номерлӗ урапапа ҫӳрени унӑн хуҫи чаплӑ ҫын пулнине пӗлтерет тесе ун пек хитре номер пирки чылай водитель ӗмӗтленет пулӗ. Хӑш-пӗр саспалли урапа хӑш ведомствӑн пулнине те палӑртнӑ маларах.
Хитре номерлӗ пулас тесен урапасен регистраци номрене паракансене ьӳлеме тивет теҫҫӗ хӑшӗсем. Такам кӗсйине укҫана лектериччен ку виҫен уҫӑмлӑ тусан хыснана укҫа кӗрӗ тесе те пуплеме тытӑнчӗҫ юлашки вӑхӑтра. Саккуна йышӑнассипе йышӑнмасси РФ Патшалӑх Думин депутачӗсенчен килет. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» черетлӗ сессисенчен пӗринче ахӑртнех пӑхса тухӗҫ. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать теҫҫӗ те, мӗнле те чӑнлӑх ҫуралнине каярах пӗлӗпӗр.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене выльӑх-чӗрлӗхе тата кайӑк-кӗшӗке шутран ытла тытма чарма пултараҫҫӗ. Ку ыйтӑва хальлӗхе татса паман-ха — ҫитес вӑхӑтра ӑна Раҫҫей Правительстви пӑхса тухмалла. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр хушу панӑ. Уншӑн явапли тесе ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева палӑртнӑ.
Министрӑн ыйтӑва Экономика аталанӑвӗн, Финанс министерствисемпе тата Раҫҫей регионӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле пӑхса тухмалла. Яваплӑ ведомствӑсен хӑйсен шухӑшне ҫитес уйӑхӑн 23-мӗшӗччен пӗлтермелле.
Уйрӑм хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе шутран ытла тытмалла мар текен ыйтӑва унччен те хускатнӑ. 2009 ҫулта ку сӗнӳпе Ставрополь депутачӗсем тухнӑ. Халӑх тарҫисем хӑйсен шухӑшне хӑш-пӗрисем выльӑх нумай тытни вӗсен кӳршисене кансӗрленипе ӑнлантарнӑ. Анчах ун чух апла саккуна Патшалӑх Думи йышӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |